Культура ҫулталӑкне кашни районта уйрӑммӑн уҫаҫҫӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, унашкал мероприяти Елчӗк районӗнчи Патреккелте иртнӗ тесе пӗлтерет Тимӗр Акташ журналист.
Ҫакнашкал мероприятисене илес пулсан ӑна кӑшт уйрӑмтарах хатӗрленӗ иккен — хӑнасене чейпе хӑналакан сӗтелсем кӗтсе илнӗ. Инҫех те мар — алӗҫ ӑстисен куравӗ. Юнашар тенӗ пек — «Елчӗксем литература тӗпелӗнче» кӗнеке куравӗ.
Культура ҫулталӑкне уҫма район пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫитнӗ, ҫак мероприятие уҫнӑ хыҫҫӑн вӑл районта палӑрнӑ культура ӗҫченӗсене тав хучӗсемпе чысланӑ.
Культура ҫулталӑкне уҫни пысӑк концертпа вӗҫленнӗ. Кунта Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнчи «Алмантай» фольклор ушкӑнӗ те, Андрей Шадриков эстрада юрӑҫи те пулнӑ. Уйрӑммӑн, паллах, Патреккел халӑх хорне асӑнса хӑварас пулать — хӑнасене вӗсем тивӗҫлипех йышӑнчӗҫ.
Сӑнсем: Тимӗр Акташ сӑнӗсем (6), официаллисен 1-мӗш пайӗ (21), официаллисен 2-мӗш пайӗ (31), официаллисен 3-мӗш пайӗ (38)
Валентина Теллина Шупашкар хулин тӗп пульницӑн тӗп врачӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлет. Ҫак кунсенче вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Паллӑ кунпа кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ӗҫтешӗсем акт залӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Паян вара хисеплӗ ҫынна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова саламланӑ.
Професси карьерине Валентина Теллина Елчӗк районӗнчи Пӑла Тимеш ялӗнчи участок пульницинче тытӑннӑ. Унта вӑл Хусанти мединститута вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн лекнӗ. Хӑй вӑл 1950 ҫулта Патӑрьелте ҫуралнӑ. 1986 ҫулта Шупашкара куҫать, тепӗр икӗ ҫултан строительсен медсанчаҫӗ текен пульницӑн тӗп тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл учрежденин статусӗ те улшӑнать, сывлӑх сыхлав министрӗсем те ылмашаҫҫӗ. Теллина вара чӗрӗк ӗмӗр тӗп тухтӑр пулса тӑрӑшать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне те суйланнӑ.
Валентина Теллина ертсе пыракан хулари тӗп больница паян чи лайӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗри шутланать.
Тӑваттӑмӗш теҫеткене ҫывхаракансемпе вӗсенчен аслисем Чӑваш радиопа «Асанне юмахӗсем» кӑларӑм пынине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Ун чух радио- тата телекӑларӑмсене ертсе пыракансем пурте тӗлӗнмелле илемлӗ те уҫӑмлӑн, чарӑну паллисене вырӑнлӑн лартса калаҫатчӗҫ. «Асанне юмахӗсене» ертсе пыракан Вера Голубева та ҫавӑн йышши ӑстасенчен пӗриччӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Вера Голубева радиокӑларӑмӗсенче янӑранӑ юмахсенчен пухнӑ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Асанне юмахӗсем» тесе ят панӑ. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмне асӑннӑ радиопередачӑра янӑранӑ 18 юмах кӗнӗ.
Вера Голубева пирки аса илтӗмӗр пулсан, ун пирки темиҫе сӑмахпа та пулин каласа хӑвармаллах. Вера Ивановна — РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки. 1928 ҫулта Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 19 ҫулта чухне ӑна республикӑри колхоз театрӗн труппине илеҫҫӗ. Кӑштахран вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярах пукане театрне куҫнӑ. «Ачасене юратниех ҫапла тума хистенӗ», — теҫҫӗ ун пирки.
Кӗнекене хатӗрлекенсем Вера Голубевӑн сассиллӗ диска та кӗнекепе комплекта кӗртнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва унта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем пухӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх самай пулӑшу кӳнине палӑртнӑ. Сӑмахне цифрӑсемпех ҫирӗплетнӗ — иртнӗ ҫул асӑннӑ отрасль валли республикӑра пӗтӗмпе 2,45 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. 2012 ҫулхипе те танлаштарса пӑхнӑ: укҫа виҫи 19 процент хутшӑннӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче аш-пӑш тата сӗт туса илни ҫулталӑкӗпех тупӑш кӳнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та фермӑсене малашне те юсаса-ҫӗнетсех тӑмалла. Сӗт-ҫӑва тирпейлесе республика тулашне ӑсатассине те йӗркелемелле. Михаил Игнатьев сӗт отрасльне мӗн чухлӗ усламҫӑна явӑҫтарни тӑрӑх район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хаклама май пуррине те систерсе хӑварнӑ. 3–5 ҫулта ял хуҫалӑхне пысӑк укҫаллӑ пӗр инвестора та явӑҫтарайман тӑк, район админстрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитереймест тесе пӗтӗмлетме юрассине палӑртнӑ.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов иртнӗ ҫул 23 фермӑна юсанине е ҫӗнӗрен туса лартнине пӗлтернӗ.
Кӑҫал Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ пӗрремӗш пепкене чӑваш ятне панӑ. Кун пирки районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет.
Пӗрремӗш куннех администрацин ЗАГС уйрӑмӗнче тӑватӑ ачана ҫырнӑ иккен. Чи пӗрремӗш хута вара Аслӑ Пӑла Тимешри Вера Петровна Черновӑпа Вячеслав Васильевич Николаевсен кил-йышӗ илнӗ. Килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх вӗсем хӑйсен пепкине чӑвашла ят панӑ — арҫын ачана Атнер ятпа регистрациленӗ.
Ырӑ йӑла кӑҫал малалла та тӑсалтӑрччӗ! Чӑвашла ят панӑ ачасен йышӗ самай ӳстӗрччӗ!
Елчӗк районӗнче пурӑнакан Нурлизамал Камалетдинова 100 ҫулхи юбилейне ҫӑнӑх авӑртса кукӑль пӗҫернипе кӗтсе илнӗ. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхне кинемей ӗҫченлӗхпе, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе тата… ҫирӗп ҫемьепе ҫыхӑнтарать иккен. Пӗр ӗмӗрхи юбилее кинемейӗн ултӑ ачи, 11 мӑнукӗ, мӑнукӗсен 15 ачи, мӑнукӗсен ачин пӗр ачи пухӑннӑ.
Нурлизамал Камалетдинова Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче 1914 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑй питти ҫулӗсене тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинемей ячӗпе ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин шӑрҫаланӑ Тав хутне (унпа вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсене чысласи ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ) вырӑнти район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫитернӗ.
Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче кӑсӑклӑ курав иртнӗ — Палтай Микуҫӗ 50 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗскер. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх унта паллӑ ӳнерҫӗ хатӗрленӗ япаласемпе паллашма май пулнӑ — тимӗр укҫасемпе, тумтирсемпе, ытти тӗрлӗ эрешсемпе.
Юбилей ячӗпе саламлама чылай ҫын пуҫтарӑннӑ — сӑмах каланӑ май Микуҫ Палтайне Митта Ваҫлей ячӗллӗ медале ӑсталама пултарнӑшӑн тав тунӑ. Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗн ҫитӗнӗвӗсене те палӑртнӑ — унӑн ӗҫӗсене Чӑвашра ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пысӑк хаклаҫҫӗ иккен. Саламлакансен йышӗнче Николай Лукианов, Вера Кузьмина, Илле Иванов, Сархан Семёнов, Владимир Алмантай, Праски Витти, Марина Карягина, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем пулчӗҫ.
Балтаев Николай Михайлович 1963 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ тимӗре илемлетес енпе ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтенче вӑл Павловори ӳнер училищинче, В. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӗн аслӑ училищинче пӗлӳ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культура институчӗнче халӑхӑн ӳнер пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ пулса вӑй хурать.
Елчӗк районӗнчи «Энтепе» тулли мар яваплӑ обществӑра, ӑна икӗ ҫул каялла йӗркеленӗ, ҫӗнетсе юсанӑ ферма уҫӑлнӑ. Ӑна 200 пуҫ ӗне тытмалӑх тунӑ.
Фермӑна юсаса ҫӗнетме хуҫалӑх банкран 21 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ. Проктӑн пӗтӗмӗшле хакӗ вара 25 миллионпа танлашнӑ. Апла тӑк ыттине хуҫалӑх хӑй хывнӑ пулса тухать. Хальхи вӑхӑтра фермӑра 150 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ. Ӳлӗмрен йыша ӳстерме, ҫулталӑкра 900 тоннӑран кая мар сӗт туса илме палӑртаҫҫӗ.
Юсаса ҫӗнетнӗ фермӑна уҫма республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин хутшӑннӑ.
Сӑнсем (45)
«Пуҫлӑхсем ача ҫуратма хушрӗҫ», — тесе каларӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс ҫӗнтерӳҫисене саламлама пуҫтарӑннӑ мероприятие кайса курнӑ пӗлӗшӗм. Те пуҫлӑхсем каланине тӑнлаҫҫӗ, те пӗр ачапах ҫырлахманнисене патшалӑх амӑш укҫи парса пулӑшнӑран иккӗмӗш е унтан та ытларах хут ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма килӗшекенсен йышӗ республикӑра ӳссе пырать-мӗн. Иртнӗ ҫул, акӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 10 процент йышланнӑ.
«Ҫулталӑк ҫемйи» республикӑри конкурсра хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе чысланӑ: хӑшӗсене — ӗҫченлӗхшӗн, теприсене — пултарулӑхшӑн, виҫҫӗмӗшсене — спортпа туслӑ пулнӑшӑн… Аслӑ Елчӗкри Адюковсем вара «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Музыкантова ӗнер хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ.
Вӑл 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Ӳнерти ӗҫ-хӗлне вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1972 ҫулта пуҫӑннӑ. Асра юлмалла рольсем сахал мар пулнине палӑртаҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗ пирки лайӑх пӗлекенсем. Тӗлӗнмелле сисӗмлӗ, чунтан вылякан, илӗртӳллӗ теҫҫӗ.
Юбилейпа саламлама республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, культура ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Демидова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уяв каҫӗ аса илӳсемпе пуян пулнӑ. Валентина Музыкантова ертсе пынӑ радиокӑларӑмсен, правительство концерчӗсен сыпӑкӗсем те пулнӑ. Паллах, вӑл вылянӑ спектакльсенчи тата илемлӗ фильмсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (45)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |